Сӑвви Леонид Антоновӑн 
Кӗвви Илья Степановӑн
Ҫавалпа Шетмӗ ҫӗрӗнче 
Эпир пурнатпӑр савӑнса, 
Тӑван Чӑваш ҫӗршывӗнче 
Тӑвансемпе телей курса.   
Хушса юрламалли:
Пархатарлӑ ҫӗр Трак енӗ 
Ешӗл сад пек курӑнан. 
Эс ҫуратнӑ, эс ӳстернӗ, 
Эс пире вӑй-хал паран.   
Кӗрнек юман вӑрманӗсем 
Чӗнеҫҫӗ ешӗл сулхӑна. 
Юхан шывсем те кӳлӗсем 
Илем кӳреҫҫӗ таврана.   
Хушса юрламалли.
Атте-аннемӗр халалне 
Асрах тытаҫҫӗ ҫамрӑксем. 
Телейлӗ пурнӑҫ алӑкне 
Уҫма тивлечӗ пур вӗсен.   
Хушса юрламалли.
 Статья каҫми :: Пичет версиӗ
 Статья каҫми :: Пичет версиӗ 